Шăматкун, 27.04.2024, 06:33
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Чÿк » 10 » Ват асатте – паттăр салтак
21:59
Ват асатте – паттăр салтак
Пĕлетĕп эп вăрçă çинчен 
Ват асатте каланинчен.
Эп пит  шеллетĕп ват çынна –
Куççуль юхать куçĕсенчен.

Куççуль тăкмасăр май та çук,
Вăрçă пынă тăватă çул.
Çĕкленнĕ халăх паттăрла
Вăрçма тискер тăшманпала.

Вилĕм пăхсассăн та куçран –
Ман асаттеçĕм парăнман.
Шывра путман, вутра çунман,
Пĕр утăм каялла чакман.

Тăван çĕре хăтарасса,
Çĕнтерÿпе таврăнасса
Шанса кĕрешнĕ асатте –
Ăна пит кĕтнĕ асанне.

Кăкăр тулли медаль çакса
Вăл таврăннă тăван яла.
Вăл халĕ те чыс-хисепре,
Вăй-хал парса тăрать пире.

Тăхăр вунна халь çывхарать,
Чăн-чăн салтак вăл, ветеран.
Пире ăс-тăн, тĕслĕх парать –
Курасшăн хăй пекех хастар.

«Тухмаççĕ вăрçă çулĕсем –
Вĕсем чунра та суранра», –
Тет хăш чухне ват асатте, –
Ан пултăр вăрçă пурнăçра.
 
Ват асаттеçĕм, асатте,
Пурнах пире савăнтарса.
Телейлĕ эп эс пуррипе –
Эс пулăн яланах асра.
 
Никита Никифоров
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 973 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 1
0
1 Ron   (15.06.2014 20:11) [Материал]
Haha, shouldn't you be charging for that kind of knwoledge?!

dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz