Кĕçнерникун, 21.11.2024, 14:39
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2010 » Ака » 30 » Çичĕ çăлтăр — туссем. Фантастикăлла калав
22:55
Çичĕ çăлтăр — туссем. Фантастикăлла калав
Тĕнче уçлăхĕнче çăлтăрсен çемйи пурăннă. Вĕсем виççĕн пулнă: ашшĕ, амăшĕ тата Туслик. Вĕсем питĕ туслă пурăннă, мĕн кирлĕ — йăлтах пулнă. Анчах та Туслик пĕрмаях тунсăхланă, мĕншĕн тесен унăн юлташĕсем пулман, çемьере те вăл — пĕртен пĕр ывăл.
— Аттеçĕм, атте, çак планета çинче эпир çеç пурăнатпăр-и вара? — ыйтнă вăл пĕррехинче.
— Çук, ывăлăм, эпир çеç мар, çăлтăрсем нумай кунта, пĕринчен тепри илемлĕрех, çутăрах, — терĕ ашшĕ.
— Апла пулсан мĕншĕн эпĕ яланах пĕччен вылятăп, мана туссем кирлĕ, — хăпмарĕ ашшĕнчен ывăлĕ.
Тусликăн çуралнă кунĕ çитрĕ.
— Сана мĕн парнелемелле, ывăлăм? — ыйтнă ашшĕпе амăшĕ.
— Манăн пĕтĕмпех пур, тус-юлташсем çеç çук, — терĕ хурлăхлăн Туслик.
Ашшĕпе амăшĕ шухăша кайрĕç. Мĕнле çăлтăрсене чĕнмелле-ши ывăлĕн çуралнă кунне уявлама?
Ывăлне чун-чĕререн юратакан ашшĕ ун валли туссем шырама тухса кайрĕ. Нумай пăхса, нумай сăнаса çӳрерĕ вăл. Тусликăн тусĕсем пулма пултаракан ултă çăлтăр тупса палăртрĕ, кашнинпех курса калаçрĕ, уява пыма чĕнсе хăварчĕ. Килне çитсен Туслика нимĕн те каламарĕ — кĕтмен парне тăвасшăн пулчĕ пулмалла.
Уяв кунĕ çитрĕ. Туслик ирех вăранчĕ. Амăшĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрлет иккен, ашшĕ те хăй ĕçĕпе аппаланать. Туслик каллех пĕччен, савăнас та, кулас та килмест унăн. Сасартăк алăк уçăлса кайрĕ те, пĕр илемлĕ çăлтăр кĕрсе тăчĕ.
— Туслик кунта пурăнать-и? — ыйтрĕ вăл. Хăйĕн ятне илтсенех Туслик ун патне чупса пычĕ.
— Паллашар, — терĕ кĕтмен хăна. — Мана Муслик тесе чĕнеççĕ.
Туслик савăнсах кайрĕ. Алăк уçăлчĕ те — тепĕр çăлтăр кĕрсе тăчĕ. Унтан — тепри, каярах — тата тепри, юлашкинчен — иккĕн. Пурте вĕсем хăйсен ячĕсене каласа тухрĕç, самантрах пĕр-пĕринпе паллашрĕç.
Тусликăн ашшĕпе амăшĕ ывăлĕ çине савăнса пăхса тăчĕç. Туслика паллама та çук: кулать, калаçать, шӳтлет.
— Тавах сире, аттеçĕм, аннеçĕм. Чăн-чăн парне пулчĕ ку маншăн, чăн-чăн уяв манăн паян.
Уява пуçтарăннă çăлтăрсем пĕр-пĕринпе яланах туслă пулма сăмах пачĕç.
— Яланах пĕрле выляса-кулса пурăнăпăр, нихăçан та уйрăлмăпăр, чи çутă çăлтăрсем пулăпăр, — терĕç вĕсем.

Алтăр çăлтăр, çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр тесе юрлаççĕ. Çăлтăр- туссем çинчен мар-ши çак юрă?

Анастасия Иванова, 6-б класс

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 851 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 1
0
1 мучи   (29.01.2011 20:18) [Материал]
|||аван та иккен.! Маттур!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!

dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz