Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Ăсне-тăнне
парать ачасене,
Ăнланать
вăл çамрăк чунсене,
Шеллемест
вăл хăйĕн вăй-халне.
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Кулянать
те савăнать пĕрле,
Тăрăшать
те çын тăвать пиртен,
Кăмăллă
та çирĕп пуринчен.
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Вĕрентет
йĕркеллĕ çын пулма,
Ватă
çынсене хисеплеме,
Тăрăшса
та лайăх ĕçлеме.
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Юратать
пире, ачасене.
Тав
тăватпăр чунтан-чĕререн,
Пуç
таятпăр çĕре çитиччен.
Нина Кириллова, 8а класс
|