Статистика
Халĕ кунта: 1 Хăнасем: 1 Юзерсем: 0
|
Блог
Тĕп страница » 2013 » Чÿк » 10 » Раççей гербĕ – ырă символ
21:38 Раççей гербĕ – ырă символ |
Раççей гербĕ хĕрлĕ тĕслĕ, Варринче ун – ăмăрт кайăк. Ăмăрт кайăк ылтăн тĕслĕ, Икĕ пуçлă, ик çунатлă.
Çуначĕсене вăл сарнă Пит мăнаçлăн та сулмаклăн. Варринче, ав, юланутçă – Курăнать вăл пит хастаррăн.
Çак элем çине пăхсассăн Палăрать çĕр-шыв шăпийĕ: Ун кун-çулĕ, ун асапĕ, Унăн савăнăç-мăнаçĕ.
Çирĕп кайăкăн сăнарĕ: Раççей çĕрĕ, пĕтĕм халăх, Питĕ анлă уйĕ-хирĕ – Иксĕлми пуян патшалăх.
Çунатне сарса вĕçÿçĕн Йăлт сăнать пек вăйлă кайăк. Сарлака иккен çĕр-шывăм, Пур ун тем те – савăнмалăх.
Хĕвел тĕслĕ ăмăрт кайăк Çĕр питне çутатнăçемĕн Ешерет чечек те курăк, Шăранать тем тĕрлĕ кĕвĕ.
Çĕкленет Раççей çĕр-шывĕ, Хăй чапне сарать инçе вăл. Малашне те аталанĕ, Ун хăвачĕ вайлăланĕ.
Раççей гербĕ – ырă символ… Ун пĕлтерĕшĕ пит пысăк. Ирĕклĕн, мăнаçлăн, сумлăн Ыр ĕçсем тума чĕнет вăл.
Надежда Козлова
|
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 |
Миçе хут пăхнă: 518 |
Кам хушнă: mixaj_58
| Рейтинг: 5.0/1 |
|