Пĕлетĕп эп вăрçă çинчен
Ват асатте каланинчен.
Эп пит
шеллетĕп ват çынна –
Куççуль юхать куçĕсенчен.
Куççуль тăкмасăр май та çук,
Вăрçă пынă тăватă çул.
Çĕкленнĕ халăх паттăрла
Вăрçма тискер тăшманпала.
Вилĕм пăхсассăн та куçран –
Ман асаттеçĕм парăнман.
Шывра путман, вутра çунман,
Пĕр утăм каялла чакман.
Тăван çĕре хăтарасса,
Çĕнтерÿпе таврăнасса
Шанса кĕрешнĕ асатте –
Ăна пит кĕтнĕ асанне.
Кăкăр тулли медаль çакса
Вăл таврăннă тăван яла.
Вăл халĕ те чыс-хисепре,
Вăй-хал парса тăрать пире.
Тăхăр вунна халь çывхарать,
Чăн-чăн салтак вăл, ветеран.
Пире ăс-тăн, тĕслĕх парать –
Курасшăн хăй пекех хастар.
«Тухмаççĕ вăрçă çулĕсем –