Кĕçнерникун, 21.11.2024, 14:35
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 15 » Ылхан кÿлли
18:28
Ылхан кÿлли
Хурăнкас ялĕ – пĕчĕк ял. Вăл вăрман хĕрринче ларать. Ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Ун çывăхĕнче кÿлĕ çуталса выртать. Ăна Ылхан кÿлли теççĕ. Çав кÿлĕре Шывçă пурăнать имĕш. Вăл ытла та тискер иккен: шыв курăкĕсемпе витĕнсе ларнă, сăнĕ-пичĕ хăрушă, аллисем вăрăм, урисем кĕске. Ун йĕри-тавра тарçисем чупкаласа çеç çÿреççĕ. Çак тарçăсем – питĕ илемлĕ шывçисем (çунатлă хĕрарăмсем). Вĕсем шыв хĕррине тухса лараççĕ те çынсене илĕртсе шыва путараççĕ. Вара вĕсене Шывçă чура туса хурать те хăй патĕнче ĕçлеттерет. Шывçисем ытларах çамрăк та ăслă ачасене улталаса-илĕртсе хăйсен тĕнчине илсе анаççĕ.
Хурăнкас ялĕнчи Юманпа Илемпи те ăнсăртран шыв тĕнчине çакланаççĕ. Мĕнле лекеççĕ-ха вĕсем унта?
Пĕр уяр кун Юманпа Илемпи карçинккасем илсе вăрмана кăмпа татма каяççĕ. Çумăр хыççăн кăмпа нумай тухса тулнă: шур кăмпа, кăрăç кăмпи, хурăн кăмпи… Куç тĕлне пулнă кăмпана савăнсах пуçтараççĕ вĕсем. Акă карçинккасем те туп-тулли ĕнтĕ. Йăтмалла та килелле вĕçтермелле. Анчах инкек куçа курăнса килмест теççĕ ваттисем. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ кăмпа шыраса вăрмана шалах кĕрсе кайнă иккен. Пуçĕсене çĕклесе пăхаççĕ те… Ни çул курăнмасть, ни ял курăнмасть. Хăйсем аташса кайнине туйса илсен Юманпа Илемпи шикленсе каяççĕ.
Акă каç та пулать. Вăрманта тĕттĕм, хăрушă… Кашни сасă чуна çÿçентерет. Пĕр тăвансем шанчăка çухатмаççĕ-ха, çаплах килелле каймалли çул-йĕр шыраççĕ. Сасартăк темле сасă илтĕнсе каять. Çепĕç, илемлĕ сасă, анчах çын сасси пек мар. Ачасем ирĕксĕрех сасă илтĕннĕ еннелле каяççĕ. Пăхаççĕ те – кÿлĕ хĕрринче пĕр шывçи лара парать. Тĕттĕмре ун çийĕнчи тумтирĕ ялтăртатса çеç тăрать. Халиччен кун пеккине курманскерсем, хăрасах каяççĕ. Шывçи юрлама тытăнать. Ачасем ним шухăшлама пĕлмесĕрех шывçи патнелле утса пыраççĕ. Çитнĕ-çитмен шывçи вĕсене шывалла сĕтĕрсе кĕрсе каять…
Шыв тĕпĕнче Юман вăранса каять те хăй темле пысăк пÿлĕмре пĕр-пĕччен выртнине курать. Йăмăкĕ çук! Ăçта кайса кĕнĕ-ха Илемпи?
Илемпие тепĕр пÿлĕме хупса хунă иккен. Вăл та вăранса каять те тÿрех пиччĕшĕ çинчен шухăшласа илет.
Çав вăхăтра Шывçăпа шывçисем ку ачасемпе мĕн тумалли çинчен шутласа ларнă. Чи малтанах вĕсене тупмалли юмахсем парса пăхар теççĕ. Кайран куç курать унта!
Тарçăсем Юманпа Илемпие хăйсен пÿлĕмĕсенчен илсе тухаççĕ. Вĕсем симĕс тĕслĕ икĕ хутлă пысăк çурт патне ишсе çитеççĕ. Тарçăсем вĕсене пÿрте кĕртсе яраççĕ. Пĕр тĕттĕм пÿлĕмре Шывçă ларать. Ачасем ун умне пырса тăраççĕ те хăраса каялла чакаççĕ. Шывçă ытла та хăрушă сăнлă иккен. Вăл хăйĕн тарçисене ачасене иккĕмĕш хута илсе хăпарма хушать.
Иккĕмĕш хутра виçĕ пÿлĕм пулнă: пĕри – симĕс, иккĕмĕшĕ – хĕрлĕ, виççĕмĕшĕ хура тĕслĕ. Кашни пÿлĕмĕнче пĕрер шывçи ларать. Чи малтан Юманпа Илемпие хура пÿлĕме кĕртсе яраççĕ. Хура тĕслĕ вăрăм кĕпе тăхăннă шывçи калать: «Пÿлĕмре виçĕ кăкшăм ларать, пĕринче – пулă. Пулă хăш кăкшăмрине пĕлсен хĕрлĕ пÿлĕме каятăр, пĕлмесен – çак хура пÿлĕмре ĕмĕрлĕхех юлатăр», - тет.
Юман кăкшăмсем патне пырать те сăнаса пăхать. Пĕр кăкшăмĕнчи шыв чÿхеннĕ пек, шыв хăмписем çиеле хăпарнă пек туйăнать ăна. Вара вăл аллине кăкшăма чиксе ярать те унтан хĕрлĕ тĕслĕ пулă туртса кăларать. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ савăнсах каяççĕ.
Халĕ тарçăсем вĕсене хĕрлĕ пÿлĕме илсе кĕреççĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ вăрăм кĕпеллĕ шывçи калать: «Сĕтел çинче виçĕ пĕчĕк арча ларать. Пĕри – ылтăнран, тепри – кĕмĕлрен, виççĕмĕшĕ – йывăçран. Пĕр арчара çăра уççи пур. Тупатăр пулсан – сирĕн телей! Тупаймастăр пулсан çак хĕрлĕ пÿлĕмре яланлăхах юлатăр», - тет.
Илемпи йывăç арчана уçать те унтан ылтăн çăра уççи туртса кăларать. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ савăннипе кăшкăрсах яраççĕ.
Тарçăсем Юманпа Илемпие симĕс пÿлĕме ертсе каяççĕ. Илемпи симĕс пÿлĕм алăкне ылтăн çăра уççипе уçать те – вĕсем шалалла кĕреççĕ. Симĕс тĕслĕ вăрăм кĕпе тăхăннă шывçи калать: «Эсир ăслă та тавçаруллă ачасем пулнине эпĕ тÿрех сисрĕм. Çавăнпа та эпĕ сире питĕ йывăр ĕç паратăп. Пурнăçлатăр – эсир маттур! Пурнăçлаймастăр – çак пÿлĕмрех юлатăр. Итлĕр. Илтме пулать, анчах та курма та, тĕкĕнме те пулмасть. Мĕн-ши вăл?» - тет.
Юманпа Илемпи пуçа çĕмĕрсех шутлама пуçлаççĕ. Сасартăк алăк хыçĕнче шывçисем юрлани илтĕнсе каять. «Илтетĕн-и, шывçисем юрлаççĕ. Эпир вĕсен сассине илтетпĕр, анчах хăйсене курмастпăр, тĕкĕнме те пултараймастпăр», - тет Илемпи пиччĕшне. «Сасă вăл!» - теççĕ иккĕшĕ те харăсах. «Эсир чăнах та питĕ ăслă ачасем. Халĕ Шывçă патне кайăр», - тет шывçи.
Юманпа Илемпие тарçăсем Шывçă патне илсе каяççĕ. Шыв патши пысăк пÿлĕмре пĕчченех ларать.
- Эсир виçĕ тупмалли юмахăн тупсăмне те çамăллăнах тупрăр. Эпĕ сире киле таврăнма ирĕк паратăп. Çак кăкшăмра пылак шыв пур, çавна ĕçсен – туххăмрах киле çитетĕр, - тет кăкшăма Юмана тыттарса.
Юманпа Илемпи тискер Шывçă патĕнчен çил пек тухса вĕçеççĕ. Кăкшăмри кăн-кăвак шыва виçшер сыпкăм ĕçеççĕ те – кÿлĕ хĕррине тухса та тăраççĕ. Чунĕсем кÿтсе килнипе пĕрре кулаççĕ, тепре макраççĕ. Тинех вĕсем ку кÿлле мĕншĕн Ылхан кÿлли тесе ят панине тавçăрса илеççĕ. Шывçă патне лексе каялла тухнисем те, ĕмĕрлĕхех ун патĕнче юлнисем те нумай ылханнă пуль çав.

Кузнецова Лидия Петровна, 7 класс, Красноармейски шкулĕ, «Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕн ертÿçи – Михайлова Зинаида Петровна, телефон: 89656829042
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 697 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 0.0/0
Пурĕ миçе комментари: 1
0
1 Kutut   (15.06.2014 13:52) [Материал]
You mean I don't have to pay for expert advice like this an?ymreo!

dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz