Эрнекун, 03.05.2024, 23:54
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » Пирĕн пултарулăх - 2010
Вĕрентекен вăл иккĕмĕш анне:
Ăсне-тăнне парать ачасене,
Ăнланать вăл çамрăк чунсене,
Шеллемест вăл хăйĕн вăй-халне.
 
Вĕрентекен вăл иккĕмĕш анне:
Кулянать те савăнать пĕрле, ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 671 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (1)

Уроксенче ăс панине,
Ыр кăмăлтан калаçнине,
Тĕрĕс çул-йĕр кăтартнине
Эпир манмастпăр нихăçан.
 
Çывăх юлташ пек пулнине,
Ыр тĕслĕх çеç кăтартнине,
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 771 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (1)

Çур сăмахран ăнланакан,
Пире ăс-хакăл паракан,
Тĕрĕс çул-йĕр кăтартакан,
Пиртен ырă çын тăвакан…
Кам-ши вăл?
Вăл – пирĕн учитель.
 
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 642 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (0)

Ман юратнă кукамай
Ватăлать çул иртнĕ май.
Анчах чунĕ çамрăках,
Çавăншăн ăна тавах.
 
Кукамайăм, кукамай!
Тунсăхлатăп эп пĕрмай.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 802 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (1)

Пĕрремĕш хут ача шкула килет,
Пĕрремĕш хутчен вăл класа кĕрет,
Пĕрремĕш учитель савăнса пăхать,
Пĕлÿ кунĕпе ăшшăн саламлать.
 
Хаваслă туйăм çуралать шкулта:
Кунта юлташсем, учит ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 639 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (0)

Вăрçă пуçлансассăн пирĕн салтаксем
Паттăр хÿтĕленĕ çĕршыва вĕсем.
Çуннă та арканнă хуласем, ялсем,
Юнлă суранланнă салтак-пиччесем.
 
Мина сирпĕнет-и, снаряд çурăлать,
Тупă перет-и, самолет арканать,
Бомба çурăлать-и, пулемет перет,
Граната сирпĕнет е  пуля лекет …
 
Чĕрĕлле çунтарнă çынсене тăшман,
Пенĕ те пăрахнă – шутласа тăман.
Çын мар вăл, мĕнле-ха çын тесе калан…
Çылăхĕ пит пысăк, мĕнле каçаран?  
 
Ытла та хăрушă, ытла та хаяр…
Кун пек вăрçа урăх эпир курар мар.
Чăтнă, шăла çыртнă – каялла чакман.
Вăрçнă та кĕрешнĕ, нимрен  хăраман.
 
Çĕнтерÿ салючĕ янраса кайсан
Савăнăçпа хурлăх пулнă-тăр пĕр тан.
Вилнĕ, çухалнă – таврăнман вăрçăран…
Кĕтнĕ тăванĕ – шанчăкне çухатман.
 
Çухату, ин ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 655 | Кам хушнă: selime | Хăçан:20.04.2010 | Комментарисем (0)

Пире вăрçă кирлĕ мар, тăнăç пурнăçа упрар.
Пулсан вăрçă çĕр çинче арканать пирĕн тĕнче:
Çут çанталăкăн илемĕ куç умĕнчех çухалать,
Уçă саслă кайăк-кĕшĕк хитре юрă юрламасть,
 
Хирти сарă чечек те пирĕн куçа илĕртмест,
Çĕкленекен ял-хула вутра çунса кĕлленет,
Ачисемшĕн кулянса ват çынсен куçĕ типмест,
Хаяр вăрçă хирĕнче нумай çын  вилсе пĕтет.
 
Пире вăрçă кирлĕ мар, тăнăç пурнăçа упрар.
Пулмасассăн çĕр çинче усал вăрçă, тусăмсем,
Çÿл тÿпери пĕлĕт те питĕ хитрен курăнать,
Сар хĕвел те çĕр питне ачашшăнрах çутатаь,
 
Кĕмĕл саслă кайăк та хăй юррине шăратать,
Сад-пахчари чечексен ырă шăрши сарăлать,
Асанне те хăй куçне тутăр вĕçĕпе шăлмасть,
Шăкăл-шăкăл калаçса халăх туслă пурăнать.
 
Пире вăрçă кирлĕ мар, тăнăç пурнăçа упрар.
Куççульпе ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 679 | Кам хушнă: selime | Хăçан:20.04.2010 | Комментарисем (1)

« 1 2
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz